Пушкӑртстан Республикин правительстви студентсен пӗрлӗхне адреслӑ пулӑшас тӗллевпе «Пушкӑртстанран юратса» пысӑк проекта малалла тӑсни пирки хыпарлать.
2026 ҫулхи февралĕн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 28-мӗшӗччен тӗп хулари аслӑ шкулсенче ӑс пухакан студентсемпе аспирантсем валли посылкӑсем илсе килессине йӗркелӗҫ. Иккӗмӗш тапхӑр шайӗнче республикӑри тӗп хуласемпе районсене — Учалăпа Сибайран Нефтекамскпа Октябрьскине ҫити — ҫавӑрса илекен икӗ логистика маршручӗпе ултă тонна тиев-200 уйрӑм посылка илсе килме палӑртнӑ. Мускавра илсе килнине илсе кайма ултӑ пӑнчӑ уҫӗҫ.
Акцие хутшӑнма ссылкӑпа обязательнӑй регистраци тунӑ хыҫҫӑн ҫеҫ май пур: clck.ru/3Rh8Vn. Проект ҫамрӑксен тӑван регионпа ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетме тата вӗренекенсен ҫемйисене чӑн-чӑн пулӑшу пама палӑртнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Проект йӗркелӳҫисем панӑ.