Пишпӳлек районӗнчи хаклӑ хӗрарӑмсем!
Сире ҫуркуннен илемлӗ уявӗпе — мартӑн 8-мӗшӗнчи Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлатпӑр!
Ҫак кашни пирӗншӗн уйрӑм кун сирӗн илемпе, ӑс-хакӑлпа, пултарулӑхпа тата ҫитӗнӳсемпе савӑннине палӑртас килет. Эсир районти общество пурнӑҫне хастар хутшӑннине, професси ҫитӗнӗвӗсене, тӑван тавралӑх аталанӑвне тӳпе хывнине эпир хаклатпӑр, тарӑннӑн хисеплетпӗр. Анчах уйрӑмах тав сӑмахӗсем - сирӗн хӗрарӑмлӑхшӑн, ачӑрсемшӗн тӑрӑшнӑшӑн, ҫемьери хӑтлӑха тата кил-ҫурт вучахне упранӑшӑн!
Хамӑр Ҫӗршыва хӳтӗлекен боецсене шанчӑклӑ тыл пулса тӑнӑ хӗрарӑмсене уйрӑм саламсем. Малта пыракан хӗрарӑмсене, волонтерсене тата, паллах, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ачасен тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене. Вӗсене ӗненетпӗр те хӑвӑртрах киле ҫӗнтерӳпе таврӑнасса кӗтетпӗр!
Хаклӑ хӗрарӑмсем, эпир сирӗнпе чун-чӗререн мухтанатпӑр, сире ҫирӗп сывлӑх, ҫемье телейӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем тата ҫурхи кӑмӑл-туйӑм сунасшӑн. Сирӗн куҫӑр телейпе ҫиҫтӗр, ҫумра эсир юратакансен шанчӑклӑ алли яланах пултӑр. Ҫывӑх ҫыннӑрсен пуҫӗ ҫийĕн тӳпе уяр та тӑнӑҫ пултӑр!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.А. ГАЛЕЕВ.