Çутă çул
-19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Мартӑн , 15:06

Пӗтӗм Раҫҫейри «Сире, юратнисем!» акци

Çамрӑксен центрӗн хастарӗсемпе Пишпӳлекри 2-мĕш вӑтам шкулӑн юнармеецӗсем хӗрарӑмсене кӑшт савӑнӑҫ парнелеме шут тытнӑ.

Пӗтӗм Раҫҫейри «Сире, юратнисем!» акци
Пӗтӗм Раҫҫейри «Сире, юратнисем!» акци


Мартăн 6-мӗшӗнче Пишпӳлекри Культура керменӗнче уйрӑм атмосфера хуҫаланнӑ.
Ҫурхи тӗп уяв умӗн, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалланӑ концерт умӗн ҫамрӑксен центрӗн хастарӗсемпе Пишпӳлекри 2-мĕш вӑтам шкулӑн юнармеецӗсем хӗрарӑмсене кӑшт савӑнӑҫ парнелеме шут тытнӑ.

Ачасем «Сире, юратнисем!» акцие хутшӑнса чипер хĕрарӑм представителӗсене тӳрех холра кӗтсе илнĕ.
Культура керменне кӗрекен кашни хӗрарӑма пӗчӗк, анчах калама ҫук чуна пырса тивмелле чечек ҫыххи парнеленӗ. Ҫак чечексем — парне кӑна мар, чун татӑкӗ, вӗсене пирӗн чаплӑ волонтерсен аллисемпе тунӑ-ҫке.

Пирӗн аннесен, асаннесен, аппасен тата ӗҫтешсен куҫӗсем епле ҫуталчӗҫ-ха! Йӑл кулӑ тата тав сӑмахӗ акцие хутшӑнакансемшӗн чи лайӑх награда пулнă.

Хаклӑ хӗрарӑмсем! Эпир сире Мартӑн 8-мӗшӗпе тепӗр хут саламлатпӑр! Ҫавӑн пекех чипер юлӑр, пире хӑвӑр куллӑрсемпе хавхалантарӑр, хӑвӑр ырӑ кӑмӑлӑрпа ӑшӑтӑр. Ҫуркуннехи, юратупа илем уявӗпе!

#ВамЛюбимые #ПервичкаВДеле
#КалендарьПервых
#ДвижениеПервых #РодныеЛюбимые #НавигаторыДетства #Росдетцентр

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916

 

Пӗтӗм Раҫҫейри «Сире, юратнисем!» акци
Пӗтӗм Раҫҫейри «Сире, юратнисем!» акци
Пӗтӗм Раҫҫейри «Сире, юратнисем!» акци
Пӗтӗм Раҫҫейри «Сире, юратнисем!» акци
Пӗтӗм Раҫҫейри «Сире, юратнисем!» акци
Пӗтӗм Раҫҫейри «Сире, юратнисем!» акци
Пӗтӗм Раҫҫейри «Сире, юратнисем!» акци
Автор: Марина Иванова
Читайте нас