Çутă çул
+11 °С
Облачно
Общество
20 Апреля , 04:12

Пушкӑртстанран шар курнӑ Дагестана гумконвой тухса кайнӑ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хушнипе ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Уфаран Дагестана аномаллӑ шыв илнипе шар курнӑ Çурҫӗр Кавказ регионне гуманитари пулӑшӑвӗпе тӑватӑ пысӑк машина тухса кайнӑ.

Пушкӑртстанран шар курнӑ Дагестана гумконвой тухса кайнӑПушкӑртстанран шар курнӑ Дагестана гумконвой тухса кайнӑ
Пушкӑртстанран шар курнӑ Дагестана гумконвой тухса кайнӑ

"Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, гумконвойпа Дагестана Раççей МЧСĕн ПР енӗпе ӗҫлекен тӗп управленийӗн вӑйӗпе илсе ҫитереҫҫӗ.

Пушкӑртстан строительство материалĕ, хӑма тата инструментсем янӑ: насуссем, генераторсем, мотопомпӑсем, бензопӑчкӑсем, ҫутӑ хатӗрӗсем, паяльнӑй лампӑсем, ҫавӑн пекех рацисем, пуҫ хунарӗсем, 40 тонна ытла ӗҫмелли шыв, медицина хатӗрӗсемпе чи кирлӗ япаласем.

"Пушкӑртстан тӑван халӑха пулăшма яланах хатӗр. Ресурссене оперативлӑ илсе килни стихия сиенне кӗске вӑхӑтра пӗтерме тытӑнма,  ЧС зонинчи граждансен нушисене тивӗҫтерме май парӗ. Гумконвой пухма хутшӑннӑ кашни ҫынна тав тӑвас килет", – тенӗ Пушкӑртстан правительствин вице-премьерӗ Ирек Сагитов.

https://mgazeta.com/news/obshchestvo/2026-04-18/iz-bashkirii-v-postradavshiy-dagestan-vyehal-gumkonvoy-4656721

Сӑн ӳкерчӗк: Ирек Сагитовӑн соцсечӗсем.

Пушкӑртстанран шар курнӑ Дагестана гумконвой тухса кайнӑ
Пушкӑртстанран шар курнӑ Дагестана гумконвой тухса кайнӑ
Автор:
Читайте нас