Çутă çул
+11 °С
Облачно
Общество
21 Апреля , 10:00

Путин Чернобыльти авари сиенне пӗтерекен ҫӑлавҫӑсен паттӑрлӑхне палӑртнӑ

Патшалӑх пуҫлӑхӗн телеграмми ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Кремль сайтӗнче пичетленнӗ.

Путин Чернобыльти авари сиенне пӗтерекен ҫӑлавҫӑсен паттӑрлӑхне палӑртнӑПутин Чернобыльти авари сиенне пӗтерекен ҫӑлавҫӑсен паттӑрлӑхне палӑртнӑ
Путин Чернобыльти авари сиенне пӗтерекен ҫӑлавҫӑсен паттӑрлӑхне палӑртнӑ

Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Чернобыльти атом электростанцийӗнчи (АЭС) катастрофа сиенне пӗтерессипе ӗҫленӗ паттӑрсен паттӑрлӑхне палӑртнӑ. Патшалӑх пуҫлӑхӗн телеграмми ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Кремль сайтӗнче пичетленнӗ

"Эпир 40 ҫул каялла Чернобыльти АЭСри техногенлӑ авари сиенне пӗтернӗ чухне вут ҫулӗ ҫине тӑнӑ паттӑрсен паттӑрлӑхӗ умӗнче пуҫ таятпӑр. Чӗтремерӗҫ, каялла чакмарӗҫ, хӑйсен професси, гражданла, этем тивӗҫне вӗҫне пурнӑҫларӗҫ, нумайӑшӗ — хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр", — тенӗ чӗнсе каланинче.

Путин палӑртнӑ тӑрӑх, авари сиенне пӗтерес тата ытти ҫынсене пулӑшас тесе хăйсен пурнӑҫне шеллемен АЭС ӗҫченӗсен, пушарнӑйсен, медиксен тата строительсен паттӑрлӑхне Раҫҫей яланлӑхах асра тытӗ.

Патшалӑх пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, Раҫҫейре катастрофӑра шар курнисене социаллӑ хӳтлӗх тата реабилитаци мерисем йышӑннӑ, ҫавӑн пекех "Чернобыль" Союзӗн тата ытти общество организацийӗсен представителӗсене ҫак программӑсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.

https://iz.ru/2082293/2026-04-20/putin-otmetil-muzhestvo-ustraniavshikh-posledstviia-avarii-v-chernobyle-spasatelei

Путин Чернобыльти авари сиенне пӗтерекен ҫӑлавҫӑсен паттӑрлӑхне палӑртнӑ
Путин Чернобыльти авари сиенне пӗтерекен ҫӑлавҫӑсен паттӑрлӑхне палӑртнӑ
Автор:
Читайте нас