

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин бокс енӗпе тӗнче чемпионки Анастасия Шамонова ыйтнипе спортсменкӑпа бокс стойкинче сӑн ӳкнӗ. Ҫак тӗлпулу кадрӗсене «Москва. Кремль. Путин» программа эфирĕнче кăтартнă.
Ӗҫ-пуҫ Кремльте бокс енӗпе тӗнче чемпионӗсене патшалӑх наградисене парас чаплӑ церемони хыҫҫӑн пулса иртнине палӑртаҫҫӗ. Спортсменка патшалӑх пуҫлӑхне пӗрлехи сӑн ӳкерчӗк вӑхӑтӗнче харпӑр хӑй ыйтӑвӗпе пынӑ.
«Сире боксла, вӑт ҫапла, пирӗн пек чышкӑпа ыйтма пултаратӑп», — тенӗ Шамонова.
Раҫҫей лидерӗ спортсменка сӗнӗвӗпе килӗшнӗ, ун хыҫҫӑн тӗнче чемпионки ӑна кадр тунӑшӑн тав тунӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ТАСС/Артем Геодакян.
https://iz.ru/2086217/putin-po-bokserski-sfotografirovalsia-s-chempionkoi-mira-shamonovoi-izi