

Хисеплӗ Пишпӳлек районӗнче пурӑнакансем!
Первомайпа — Ҫуркунне, ӗҫ тата пӗрлӗх уявӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнӑр!
Ҫак кун пиртен кашниншĕн хаклӑ. Вӑл ҫамрӑклӑх, халӑх уявĕ ҫинчен ҫутӑ асаилӳсем вӑратать, чӗресене ыранхи куна оптимизмпа, шанӑҫ туйӑмӗпе тултарать. Унӑн никӗсӗнче ӗмӗрхи хаклӑхсем: ӗҫ ҫыннине тарӑн хисеплени, тӗрӗслӗхшӗн тата тӑнӑҫлӑхшӑн пултарасси.
Пишпÿлек районӗ хӑйӗн ӗҫ историйӗпе тивӗҫлипе мăнаçланать. Ял хуҫалӑхӗнчи, производствӑри тата социаллӑ сферӑри ҫитӗнӳсем - нумай ӑру тӑрӑшнипе хывнӑ ҫирӗп никӗс. Пирӗн пӗрлехи тӗллев — ҫак еткерлӗхе упраса хӑварасси тата ветерансен опытне тата ҫамрӑксен вӑй-хӑватне тӗпе хурса ӑна ӳстересси.
Тӑван ҫӗршыв аталанӑвне хӑйсен кулленхи ӗҫӗпе тӳпе хывакансене пурне те чун-чӗререн тав тӑватпӑр. Сире пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, иксӗлми вӑй-хал, пур пуҫарура та ҫитӗнӳсем сунатпӑр! Уяв ячӗпе, ентешсем!
Район Канашӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан А.А. ГАЛЕЕВ.