

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров соцсетьсенче Уфари васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗпе катастрофа медицинин центрӗн анестезиолог-реаниматолог тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ, Пушкӑртстанри сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ Игорь Газизов ҫинчен каласа панă.
Игорь Маркович 40 ҫул ытла ҫынсене пулӑшать, профессие вара вӑл БГМУ студенчӗ чухнех килнӗ — малтан санитар, унтан фельдшер, врач пулнă.
Чернобыльти АЭСри авари тата Улу-Телякри катастрофа сиенне пӗтерме хутшӑнакансенчен пӗри Игорь Газизов васкавлӑ медпулӑшупа катастрофа медицинин центрӗн ветеранӗ, унӑн ӗҫне РФ сывлӑх сыхлав министрӗ тав тунипе палӑртнӑ.
Унӑн мӑшӑрӗ — Альмира Мазитовна — васкавлӑ медпулӑшу клиника больницинче аслӑ медсестра. Вӗсем пӗрле виҫӗ ача ҫитӗнтернӗ, кашнине тивӗҫлӗ пӗлӳ панӑ.
Радий Хабиров Игорь Газизова тата унӑн мӗнпур ӗҫтешне Раҫҫейре ҫак кунсенче паллӑ тунӑ васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗн кунӗпе саламланӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировӑн социаллă сечӗсем.