Çутă çул
+31 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
6 Майӑн , 06:41

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Ҫӗнтерӳ кунӗнче хӑрушсӑрлӑх енӗпе хушусем панӑ

Пушкӑртстан правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче регион пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ мероприятисем ирттерме хушусем панă.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Ҫӗнтерӳ кунӗнче хӑрушсӑрлӑх енӗпе хушусем панӑПушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Ҫӗнтерӳ кунӗнче хӑрушсӑрлӑх енӗпе хушусем панӑ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Ҫӗнтерӳ кунӗнче хӑрушсӑрлӑх енӗпе хушусем панӑ

Пушкӑртстан правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче регион пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ мероприятисем ирттерме хушусем панă.

— Общество хӑрушсӑрлӑхĕ енчен питӗ кӑткӑс вӑхӑтра пурӑнатпӑр, ҫав ыйтусемпе çине тăрса ӗҫлемелле, яланах пулмалла, — палӑртнă республика Пуҫлӑхӗ Пушкӑртстан Республикин ведомствӑсен хушшинчи общество хӑрушсӑрлӑхӗн канашӗн секретарьне Валерий Олейнике чӗнсе каланӑ май.

Правительство вице-премьерӗ Ирек Сагитов ӑнлантарнӑ тӑрӑх, граждансен общество йӗркине тата хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме, ҫавӑн пекех террористла тата экстремизмла палӑрӑмсен факчӗсене сирме шалти ӗҫсен органӗсен, Росгвардин, МЧСăн, уйрӑм хурал организацийӗсен ӗҫченӗсене, халӑх дружинисен членӗсене тата право хуралӗн направлениллӗ общество пӗрлешӗвӗсен ытти представителӗсене явӑҫтарӗҫ.

Вандализм акчӗсене тӑвас мар тӗллевпе республикӑри хуласемпе районсен администрацисен пуҫлӑхӗсене Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин салтакӗсен ҫар мухтавӗн монуменчӗсене, палӑкӗсемпе пытарнӑ вырӑнĕсене уйрӑм хурал организацийӗсене, право хуралӗн çул-йĕрĕллĕ общество пӗрлешӗвӗсен представителӗсене, ҫавӑн пекех шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсен вӑйӗпе талӑкӗпех сыхлама хушнӑ.

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов | «Башинформ» ИА.

https://www.bashinform.ru/news/politics/2026-05-04/glava-bashkirii-dal-porucheniya-po-bezopasnosti-v-den-pobedy-4653799

 

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Ҫӗнтерӳ кунӗнче хӑрушсӑрлӑх енӗпе хушусем панӑ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Ҫӗнтерӳ кунӗнче хӑрушсӑрлӑх енӗпе хушусем панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас