Çутă çул
+15 °С
Облачно
Общество
12 Мая , 06:17

Путин хӑйӗн пӗрремӗш вӗрентекенне Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне ҫитсе курма чӗннӗ

#владимирпутин

Путин хӑйӗн пӗрремӗш вӗрентекенне Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне ҫитсе курма чӗннӗПутин хӑйӗн пӗрремӗш вӗрентекенне Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне ҫитсе курма чӗннӗ
Путин хӑйӗн пӗрремӗш вӗрентекенне Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне ҫитсе курма чӗннӗ

 

#владимирпутин

Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин хӑйӗн пӗрремӗш вӗрентекенне Вера Гуревича çу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне ҫитсе курма чӗннӗ. Кун пирки ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Кремлӗн официаллӑ представителӗ Дмитрий Песков пӗлтернӗ.

«Владимир Путин чӗннипе çу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗнтерӳ парадӗнче унӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗ Вера Дмитриевна Гуревич пулчӗ. Вӑл пӗтӗм парада ларса ирттерчĕ», — тенӗ Песков «РИА Новости» агентствăпа калаҫура.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, кун хыҫҫӑн вӗрентекене тӗп хулара ятарлӑ культура программи йӗркеленӗ, ҫав шутра хӗрарӑм СССР халӑх художникӗн Александр Шиловӑн Галерейине ҫитсе курнӑ. Унсӑр пуҫне тунтикун, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, патшалӑх пуҫлӑхӗ педагога Кремле чӗннӗ, ун хыҫҫӑн Арбатри отеле хӑй кӗрсе тухнӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: «Известия» кăларăм.

https://iz.ru/2095220/putin-priglasil-svoiu-pervuiu-uchitelnitcu-posetit-parad-pobedy-v-moskve-izi

 

 

 

Путин хӑйӗн пӗрремӗш вӗрентекенне Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне ҫитсе курма чӗннӗ
Путин хӑйӗн пӗрремӗш вӗрентекенне Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне ҫитсе курма чӗннӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас