

Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи Аслӑ уяв кунӗнче ҫав хурлӑхлӑ пулӑмсене хутшӑннă, курнă ҫынсене уйрӑмах тимлӗх уйӑрас килет. Кистенлĕре Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем юлман ӗнтӗ, анчах тыл ӗҫченӗсем тата вӑрҫӑ ачисем пур. Йывӑр вӑрҫӑ вӑхӑтне чӑтса ирттерме ҫӑмӑл мар шӑпа лекнӗ вӗсене. Ачалӑхсӑр тӑрса юлнӑ ӑру ку. Уй-хирте фронта кайнӑ аслисене улӑштарнӑ ӑру. Ҫӗнтерĕве çывхарса ҫывӑрса тӑранайман, выçă-тутă ӑру уй-хирте, фермӑсенче ӗҫленӗ.
Кистенлĕри Культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем тыл ӗҫченӗ Яковлева Елизавета Герасимовна патне ҫитсе курнӑ. Вĕсем ăна паллӑ кунпа – Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланă, пысăках мар чечек çыххи парнеленĕ, сывлӑх, оптимизм тата хастарлӑх суннă. Ҫар тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсене аса илсе калаҫса ларнă. Пирӗн ӑшӑ кӑмӑлпа тимлӗх кирлисене манма юрамасть. Эпир вӑрҫӑ ачисен кун-ҫулӗн аслӑлӑхӗпе мăнаçланатпӑр, паян вӗсем пирӗнпе юнашар пулнӑшӑн савӑнатпӑр.
#ДеньПобеды#УфаМКРБ
#УфаРЦНТРБ
#Кистенли_Богдановский_СДК
#9мая
#Детивойны
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club203777291