

Нефтекамскра Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров «Взлетай» 17-мӗш шкула ҫитсе пӗрремӗш класра вӗренекен Асель Саетовапа тата унӑн амӑшӗпе Гульназпа тӗл пулнӑ. Маларах, 2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче, регион ертӳҫи хӗрачапа Уфари хосписра калаҫнӑ ӗнтӗ, ӑна килне килсе курма шантарнӑ.
Пӗчӗк чухне Асель хастар аталаннӑ, анчах виҫӗ ҫул хыҫҫӑн унӑн мышцӑсем регресс тума пуҫланӑ, халӗ вӑл инвалид коляскипе ҫеҫ ҫӳрет, анчах аллисем хускалаҫҫӗ. Хӗрача 2022 ҫулта юрӑхлӑ хутлӑха шута илсе тунӑ хальхи шкулта вӗренет, ҫавӑн пекех музыкалкӑра вокал, фортепиано тата хор юррине алла илет, адаптивлӑ тумтир ӳкерме хутшӑнать.
Шкул ачи хӑнана питӗ кӗтнине, ӑна кӑтартас тесе «пиллӗк» паллăсем пухнине, ӳссен тухтӑр е фармацевт пулма ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Вӑл Радий Хабирова амӑшӗпе пӗрле тунӑ картинӑпа ытти сувенирсем парнеленӗ. Регион пуҫлӑхӗ хӗрачана вӗренме тата пултарулӑха аталантарма валли планшет тыттарнӑ, ҫавӑн пекех ӑна Уфана оперӑпа балет театрӗнчи «Пӗчӗк принцессӑсен балне» чӗннӗ, унӑн тӗрлӗ енлӗхне, пиллӗк паллисене мухтанӑ, ан чирле тенӗ.
Хабиров Аселĕн пӗрле вӗренекенĕсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн шкулӑн акт залне, спортзалне тата столовӑйне пӑхса тухнă, унта тӗп менюсӑр пуҫне шкул ачин карттипе тӳлекен эко-буфет ӗҫлет.
Сӑнӳкерчӗкĕ: glavarb.ru сайтран.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-05-20/v-neftekamske-radiy-habirov-vstretilsya-s-mechtayuschey-stat-vrachom-asel-saetovoy-4693811