

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин РФ Шахмат Федерацийӗн хисеплӗ президентне, тӗнче чемпионне Анатолий Карпова 75 ҫул тултарнӑ май салам янӑ. Телеграмма ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Кремль сайтӗнче пичетленнӗ.
Патшалӑх пуҫлӑхӗ Карповӑн обществӑпа вӗрентӳ ӗҫ-хӗлӗн пӗлтерӗшне палӑртнă.
«Хальхи вӑхӑтри чаплӑ гроссмейстерсенчен пӗри, эсир ҫӗршыври шахмат шкулӗн чаплӑ йӑли-йӗркине тивӗҫлипе малалла тӑсрӑр. Сирӗн шутӑрта — вӑйлӑ та ятлӑ-сумлӑ тупӑшакансемпе кӑткӑс, хӗрӳ те илӗртӳллӗ тытӑҫусем, илемлӗ те ӗнентерӳллӗ ҫӗнтерӳсем сахал мар», — тесе палӑртнӑ Кремль телеграмминче.
Патшалӑх пуҫлӑхӗ юбиляра ырӑ сывлӑх, мӗнпур ырлӑх суннă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ТАСС/Павел Селезнев.
https://iz.ru/2102474/2026-05-23/putin-pozdravil-shakhmatista-karpova-s-75-letnim-iubileem