Çутă çул
+17 °С
Облачно
Общество
29 Мая , 06:00

Уфара «Хӗрарӑм телейӗн территорийӗ» уҫӑлнӑ

Пӗтӗм Раҫҫейри «Хӗрарӑм телейӗн территорийӗ» VI уҫӑ форум ӗҫне Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хутшӑннă.

Уфара «Хӗрарӑм телейӗн территорийӗ» уҫӑлнӑУфара «Хӗрарӑм телейӗн территорийӗ» уҫӑлнӑ
Уфара «Хӗрарӑм телейӗн территорийӗ» уҫӑлнӑ

Уфари «Торатау» конгресс-холлра Пӗтӗм Раҫҫейри «Хӗрарӑм телейӗн территорийӗ» VI уҫӑ академи пуҫланнӑ. Форум ӗҫне Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хутшӑннă.
Республика ертӳҫин мӑшӑрӗ, «Хĕрарăм телейĕн территорийӗ» ыр кӑмӑллӑх фончӗн попечительсен канашӗн председателӗ Каринэ Хабирова пуҫаракан проект хӗрарӑмсен социаллӑ, ӗҫ тата пултарулӑх тӗлӗшӗнчен хӑйне хӑй пурнӑҫа кӗртме пулӑшас тӗллевлӗ.
Радий Хабиров академи пурӑннӑ ҫулсенче регионти чи пысӑк общество проекчӗсенчен пӗрне ҫаврӑннине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пуҫарӑвӑн тӗп хаклӑхӗ — ҫынсене чӑннипе пулӑшасси —хутшӑнакансем медицина, ҫутӗҫ тата йӗркелӳ консультацийӗсем илеҫҫӗ.
Республика ертӳҫи юлашки ҫулсенче проект ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен тата муниципалитетсенче пурӑнакансен ҫемйисене пулӑшмалли пӗлтерӗшлӗ площадка пулса тӑнине палӑртнă. Вӑл ҫавӑн пекех хӗрарӑмсене ҫирӗплӗхшӗн, тӑрӑшулӑхшӑн тата общество пурнӑҫне хутшӑннӑшӑн тав тунӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: glavarb.ru
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-05-28/v-ufe-otkrylas-territoriya-zhenskogo-schastya-4702687

 

 

 

Уфара «Хӗрарӑм телейӗн территорийӗ» уҫӑлнӑ
Уфара «Хӗрарӑм телейӗн территорийӗ» уҫӑлнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас