Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
3 Июнӗн , 06:06

Геройпа тӗл пулни: Владимир Авдеев тӑван шкулне ҫитсе курнӑ

Хушăлкари вăтам шкула хӑнана шкултан вӗренсе тухнӑ Владимир Авдеев ашшӗпе пӗрле пырса курнă.

Геройпа тӗл пулни: Владимир Авдеев тӑван шкулне ҫитсе курнӑГеройпа тӗл пулни: Владимир Авдеев тӑван шкулне ҫитсе курнӑ
Геройпа тӗл пулни: Владимир Авдеев тӑван шкулне ҫитсе курнӑ

Шкулта консультацисем пыраҫҫӗ — экзаменсене хатӗрленеççĕ. Сасартӑк — кӑмӑллӑ кӗтменлӗх! Хушăлкари вăтам шкула хӑнана шкултан вӗренсе тухнӑ Владимир Авдеев ашшӗпе пӗрле пырса курнă.

Володя питӗ пултаруллӑ вӗренекен пулнӑ: конкурссене хутшӑннӑ, хоккейла вылянӑ, яланах шкулти пулӑмсен чӑтлӑхӗнче пулнӑ. Паян вара вӑл —ятарлă çар операцине хутшăнакан, чӑннипе ĕçпе Тӑван Ҫӗршыва парӑннине ӗнентерекен ҫын.

Вӑл служба ҫинчен, ҫапӑҫури юлташӗсем ҫинчен, пӗр-пӗрне пулӑшни, кӑмӑл-туйӑм мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен питӗ интереслӗ каласа панă. Уйрӑмах вӗрентекенсене тав сӑмахӗсем хускатнă: Владимир шкул ӑна питӗ нумай — пӗлӳ кӑна мар, чи йывӑр лару-тӑрура пулӑшакан стержень те —панине каланă.

Хальхи вӗренекенсене ӑс пани ансат, анчах питӗ пӗлтерӗшлӗ пулса тухнӑ:

- лайӑх вӗренмелле —  пӗлӳ яланах кирлӗ пулать;

- спортпа туслашмалла — вӑл ӳт-пӗве, сывлӑша пиҫӗхтерет;

— паникӑна парӑнмалла мар —  ку пахалӑх пурнӑҫа ҫӑлать.

Тавтапуҫ, Владимира килсе курнăшăн, службӑшӑн тата эсир пурришӗн.

Эпир хамӑрӑн выпускниксемпе мухтанатпӑр! Ҫакӑн пек тӗлпулусем ачасене чӑн-чӑн герой шухӑшласа кӑларнӑ персонаж мар, юнашар парта хушшинче лараканни пулнине кӑтартаҫҫӗ.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club202011028

 

 

Геройпа тӗл пулни: Владимир Авдеев тӑван шкулне ҫитсе курнӑ
Геройпа тӗл пулни: Владимир Авдеев тӑван шкулне ҫитсе курнӑ
Геройпа тӗл пулни: Владимир Авдеев тӑван шкулне ҫитсе курнӑ
Геройпа тӗл пулни: Владимир Авдеев тӑван шкулне ҫитсе курнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас