

Июнӗн 9-мӗшӗнче Пишпÿлекре Германири совет ҫарӗсен ушкӑнӗн кунне паллӑ тунă. Асӑнмалӑх куна халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприяти Тӑван çӗршыв хӳтӗлевҫисен паркӗнче пулнă. Кунта ҫар ветеранӗсем, вӗсен ҫывӑх ҫыннисемпе тусӗсем, ҫар тӑванлӑхӗн юлташӗсем пухӑннă. Ветерансене саламлама район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Данилов килнӗ. Совет саманинче Германири совет ҫарӗсен ушкӑнӗ ҫӗршыв хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнине палӑртса вӑл служба хыҫҫӑн та ветерансем Пишпӳлек районӗнчи общество пурнӑҫне хастар хутшӑнма пӑрахманнишӗн пурне те тав тунӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри станицинчен.
https://vk.com/officialbiz