Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
10 Июнӗн , 07:36

Ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ: шкул ачисем паттӑрсемпе калаҫаҫҫӗ

Республикӑри «Геройсен эрни» музей акцийӗ шайӗнче Пишпÿлекри историпе этнографи музейӗнче «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр: диалог» паттӑрлӑх урокӗ иртнӗ.

Ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ: шкул ачисем паттӑрсемпе калаҫаҫҫӗӐрусен ҫыхӑнӑвӗ: шкул ачисем паттӑрсемпе калаҫаҫҫӗ
Ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ: шкул ачисем паттӑрсемпе калаҫаҫҫӗ

Республикӑри «Геройсен эрни» музей акцийӗ шайӗнче Пишпÿлекри историпе этнографи музейӗнче «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр: диалог» паттӑрлӑх урокӗ иртнӗ. Мероприяти хӑнисем ҫаксем пулнă: ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗ, Пишпÿлек районӗнчи СВО ветеранӗсен Ассоциацийӗн председателӗ — Ильдар Валиев, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан (медицина сестри) «Сакура», «МыВместе — Все для Победы» волонтерсен штабĕн волонтерӗ — Валентина Герасимова.
Мӗн ҫинчен калаҫнă? Паттӑрлӑх, тивĕç, çирĕплĕх тата пиртен кашниех пулӑшни мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен. Ачасем историсене чи малтан илтнĕ: СВО ветеранӗсен Ассоциацийӗн ӗҫӗ ҫинчен, медицина сестрисем госпитальсенче ҫирӗп тӑни ҫинчен, волонтерсем пӗр шухӑшлӑ пулни ҫинчен, боевой тӑванлӑх ҫинчен, пӗрле ӗҫлекенсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен тата шкул ачисем боецсене ҫыракан ҫырусен пӗлтерӗшӗ ҫинчен.
Волонтерсем маскировка сеткисем мӗнле ҫыхмаллине, килтен инҫетре ӑшӑтмалли посылка мĕнле пухмаллине е ӑшӑ сӑмахсем мĕнле ҫырмаллине каласа панă, антитепловизионный костюмсем ҫинчен, кашни ҫын мӗн пулӑшма пултарни ҫинчен — ҫулӗсене пӑхмасӑрах калаҫнă.
Тавах пирӗн хӑнасене тӳрӗ калаҫушӑн, ҫирӗплӗхпе чӑн-чӑн арҫын ӗҫӗн тӗслӗхӗшӗн. Ҫакӑн пек тӗлпулусем чуна ӳстереҫҫӗ, тӗп хаклӑхсене хываҫҫӗ.

#СвоихНеБросаем #СВО #МыВместе #ПатриотическоеВоспитание #БижбулякскоеМузейноеОбъединение#НеделяГероев

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри станицинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

 

Ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ: шкул ачисем паттӑрсемпе калаҫаҫҫӗ
Ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ: шкул ачисем паттӑрсемпе калаҫаҫҫӗ
Ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ: шкул ачисем паттӑрсемпе калаҫаҫҫӗ
Ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ: шкул ачисем паттӑрсемпе калаҫаҫҫӗ
Ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ: шкул ачисем паттӑрсемпе калаҫаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас