

#владимирпутин
Анапӑри пляжсем туризм сезонне хатӗр. Кун пирки ҫӗртмен 10-мӗшӗнче «Вита» ача-пӑча курорчӗн генеральнӑй директорӗ Василий Димоев Раҫҫей президенчӗпе Владимир Путинпа ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
«Пирӗн паянхи кун пляж пӗтӗмпе уҫӑ та хатӗр, эпир санэпидзаключени илтӗмӗр, ачасене шыва кӗртме каяс тесе хамӑр та тинӗсе темле майпа ӑшӑтма кӗтетпӗр, тӑрӑшатпӑр, ҫавӑнпа пирӗн пурте лайӑх!» — тенӗ Димоев.
Путин курортра тинӗсе мӗнле майпа ӑшӑтма хӑтланнипе кӑсӑкланнă. Димоев ӑнлантарнӑ тӑрӑх, сӑмах ачасемпе пӗрле лайӑх кӑмӑл-туйӑм тӑвасси пирки пырать. Президент курорт коллективне ӑнӑҫлӑ ӗҫ тата лайӑх кӑмӑл-туйӑм суннă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media
https://iz.ru/2113501/2026-06-10/putin-pointeresovalsia-sostoianiem-pliazhei-v-anape