

Ситекри ял библиотекинче «Манӑн ҫӗр — манӑн Раҫҫей» пӗлӳ сехечӗ ирттернĕ. Сехете Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта вӗренекенӗсем хутшӑннă. Библиотекарь хӑйӗн калавне: «Раҫҫей ăҫтан пуҫланать?» ыйтуран пуçланă. Кӗҫӗн тӑван ҫӗршывран! Ку вара Тӑван çӗршыв ҫинчен май килнӗ таран ытларах пӗлмеллине пӗлтерет. Библиотекарь ачасене Пишпӳлек районӗнчи Совет Союзӗн Геройӗн — Титов Василий Федоровичӑн —биографийӗпе паллаштарнă. Унӑн паттӑрлӑхӗ ҫинчен каласа панă. Ҫавӑн пекех паянхи геройсем — ятарлă çар операцине хутшăнакансем ҫинчен каласа панă.
Библиотекӑра экскурси ирттернĕ, «Раҫҫей ҫинчен пӗрле вулатпӑр» кӗнекесен куравӗпе паллаштарнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекри библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club153390409