

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров соцсетьсенче Минигали Шаймуратов ячӗллӗ волонтер штабӗсем республикӑри пур хулапа районсенче «Единая Россия» вырӑнти уйрӑмӗсен никӗсӗ ҫинче ӗҫленине пӗлтернӗ. Вӗсем пулӑшма хатӗр 20 пине яхӑн сӳрӗк мар та чунлă ҫынна пӗрлештернине, паян ҫар ҫыннисен ҫемйисене пулӑшассинче тӗп тӗрев пулнине палӑртнă вӑл.
Регион ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, Нефтекамск штабӗн команди хула администрацийӗпе пӗрле хӳтӗлевҫӗн амӑшне Луса Александровнана ҫитсе курнӑ — вутӑ илсе килсе хуҫалӑхра пулӑшнӑ. Бирск районӗнчи шкул ачисем Надежда Вениаминовна Белобородована опекӑна илнӗ: ачасем ӑна шыв кӳрсе параҫҫӗ, пур енӗпе те пулӑшаҫҫӗ. Мияки районӗнче «шаймуратовецсем» СВОна хутшӑнаканӑн амӑшне Альмира-апана теплица пухма пулӑшнӑ. Ҫак тӗлӗнмелле хӗрарӑм, ҫулӗсене пӑхмасӑр, хӑй те волонтерлӑхпа аппаланать — сеткăсем ҫыхать, гуманитари çăкĕсене пухать.
Гафури районӗн штабӗн представителӗсем Оренбург госпиталӗнчи боецсем патне плов, морс, баурсак тата пылак парнесем илсе кайнă. Радий Хабиров килтен ҫакӑн пек саламлани аманнисене хӑвӑртрах юсанма пулӑшнине палӑртнă.
Ку ҫӗр тӗслӗхрен темиҫе тӗслӗх ҫеҫ, хушса хунă республика пуҫлӑхӗ. Кашни кун «шаймуратовецсем» Ҫӗнтерĕве çывхартас тесе тем те тӑрӑшса тӑваҫҫӗ, боецсен тӑванӗсемпе ҫывӑх çыннисене тимлеççĕ. Вӑл вӗсене ырӑ ӗҫсемшӗн пуҫ тайнине пӗлтернӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировӑн социаллă сечӗсем.
https://mgazeta.com/articles/care/2026-06-10/radiy-habirov-o-pomoschi-volontyorov-shaymuratovtsev-semyam-voennosluzhaschih-4716118