

Раҫҫей кунӗ умӗн Ситекпуçĕнчи Культура çуртӗнче Совет Союзӗн Геройӗн ывӑлӗпе Павлов Анатолий Николаевичпа тӗлпулу каҫӗ пулнă. Унӑн ашшӗ — Павлов Николай Спиридонович, Слакпуҫ ялӗнче (халӗ Пелепей районӗн шутӗнче) ҫуралса ӳснӗ. Мартӑн 29-мӗшӗнче 1944 çулта Совет Союзӗн Геройӗ ятне илнӗ.
Анатолий Николаевич Павлов — отставкӑри полковник, генеральнӑй штабӑн 9-мӗш тӗп управленийӗн ветерансен канашӗн председателӗн ҫумӗ, МЧС Академийӗн пуҫлӑхӗн вӗренӳпе методика енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, «Чӑваш Ен Тӑван Ҫӗршыв ывӑлӗсем» фонд членӗ, Раҫҫей ветеранӗсен Канашӗн членӗ ял ҫыннисене уяв ячӗпе саламласа пуҫ тӑрринче тӑнӑҫ тӳпе суннă. Унпа пӗрле Раҫҫей журналисчӗсен союзӗн членӗ, темиҫе кӗнеке авторӗ, Мускав хулинчи культура обществин правлени членӗ Степанова (Павлова) Альбина Александровна тата Конистаркина (Павлова) Елена Константиновна килнĕ. Хӑнасем ялти истори залне ҫитсе курнă, кӗнекесем парнеленĕ.
Анатолий Николаевич Миронова Светланӑна «Фронта пулӑшнӑшӑн» медаль панӑ. Ҫакӑн пек тӗлпулусем вӗҫӗ-хӗррисӗр Раҫҫейре пурӑнакансене пӗрлештереҫҫӗ. Хӑнасене килсе кайнӑшӑн, интереслӗ калавсемшӗн тав тӑватпӑр, тухӑҫлӑ ӗҫлессе шанатпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/sedyakbashsdk2023