

Пишпӳлек районӗнчи Ермолкин ялӗнче 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ентешсене халалланӑ обелиска реконструкцилес ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ.
Обелиска ермолкинсен пуҫаруллӑ ушкӑнӗ 1960-мӗш ҫулсенче вырнаҫтарнӑ. А.П. Смолов чертежӗсем тӑрӑх ӑсталанӑ. Чылай вунӑҫуллӑх хушшинче вӑл юшкӑн панӑ та чалӑшнӑ. Ӗҫсем пынӑ вӑхӑтра обелиск конструкцине тӳрлетнӗ, территорие гравипе витнӗ.
Иртнĕ канмалли кунсенче ял ҫыннисем тротуар зонине чаракан бордюрсем вырнаҫтарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра тротуар брусчатки сарма тата асӑну плитисем вырнаҫтарма палӑртнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.