

Июнӗн 17-мӗшӗнче республика управлени Центрĕнче регион ертӳҫи Радий Хабиров Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи нацисем хушшинчи хутшӑнусен Канашӗн ларӑвне ирттернӗ. Унта Канаш членӗсем, общество организацийӗсен тата наципе культура пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисем хутшӑннă.
Чи малтанах республика пуҫлӑхӗ СВО условийӗсенче нацисем хушшинчи хирӗҫӳсене чӗртме хӑтланнине хирӗҫ тӑни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă.
– Пирӗн ҫӗршыв историйӗ шӑпа пӳрнӗ вӑхӑтра шӑпах халӑхсен пӗрлӗхӗ Тӑван çӗршыва хӳтӗлемелли тӗп вӑй пулса тӑнине кӑтартать, - палӑртнă Радий Хабиров ларӑва уҫнӑ май. - Паянхи кун ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ҫапӑҫусенче тӗрлӗ наци тата тӗне ĕненекен салтаксем хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫлаҫҫӗ. Эпир вара вӗсене çӗнтерме пурне те туса пӗрлехи вӑйпа пулӑшатпӑр.
Ҫӑлкуҫ тата сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Пуҫлӑхӗн официаллӑ страници.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-06-17/zasedanie-soveta-pri-glave-bashkortostana-po-mezhnatsionalnym-otnosheniyam-4722403