

Пишпÿлекре Медицина ӗҫченӗн кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприяти пулнă. Ҫак кун Культура керменӗ хӑйӗн пурнӑҫне ҫынсен сывлӑхне сыхламалли пархатарлӑ миссие халалланисене пурне те пӗрле пухнӑ. Залра медицина учрежденийӗсен ертӳҫисемпе ӗҫченӗсем, ҫав шутра тухтӑрсем, медицина сестрисем, фельдшерсем тата кӗҫӗн медицина персоналӗ пулнӑ.
Ҫак пӗлтерӗшлӗ сферӑра тӑрӑшакансене професси уявӗпе район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Данилов, районти тĕп больницан тӗп тухтӑрӗ Марат Абдуллин тата профсоюз председателӗ Флюр Давлетшин саламланă. Хӑйсен сӑмахӗсенче вӗсем медицина ӗҫченӗсен ӗҫӗн пӗлтерӗшӗпе кӑткӑслӑхне палӑртнă. Вӗсем хӑйсен кулленхи хастарлӑхӗ, профессионализмӗ тата ыркӑмӑллӑхӗ районта пурӑнакансен сывлӑхӗпе вӑрӑм ӗмӗр никӗсӗ пулнине палӑртнă. Коллективсене хӑйсен ӗҫне парӑннӑшӑн, пурнӑҫсене ҫӑлнӑшӑн тав туса профессин чи лайӑх представителӗсене тивӗҫлӗ наградӑсем — хисеп хучӗсемпе тав ҫырӑвӗсем панă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.