+14 °С
Дождь


Пишпÿлекре Асӑну тата хурлӑх кунне халалланӑ «Астӑвӑм çурти» акци пулнă. Акцие хутшӑнакансем 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчи Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ синкерлӗ пулӑмсен символӗ пек ҫуртасем лартса ҫутнă. Ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвӗн тӑхӑмӗсем хӑйсен ӗҫӗпе: «Никама та манман, нимӗн те манӑҫман», — теҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.