

Раҫҫей Президенчӗн Администрацийӗнче Магомедсалам Магомедов нацисен хушшинчи хутшӑнусен сферине пӑхса тӑрать.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Раҫҫей Президенчӗн Администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗ Уфана Пӗтӗм Раҫҫейри III ача-пӑча фольклориадине хутшӑнакансене саламлама килнине палӑртнӑ.
Радий Хабиров пӗтӗм ҫӗршыври ҫамрӑк артистсене пӗрлештернӗ халӑх пултарулӑхӗн анлӑ фестивалӗ ҫак кунсенче регионӑн тӗп хулинче иртнине аса илтернӗ.
Республика ертӳҫи хӑйне Магомедсалам Магомедовпа тахҫанхи юлташла хутшӑнусем ҫыхӑнтарнине палӑртнă, хӑнана Пушкӑртстанӑн пысӑк тусӗ тенӗ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ хӑйӗн ӗҫтешӗн управлени опытне уйрӑмах палӑртнӑ, вӑл ҫӑмӑл мар тапхӑрта Дагестана ертсе пынӑ, ҫак нумай нациллӗ субъектра тӑнӑҫлӑхпа ҫирӗплӗхе ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Радий Хабиров çак хӑнӑхусем Магомедовӑн хальхи хӗрӳ ӗҫӗнче ҫав тери кирлине пӗлтернӗ.
Юлашкинчен Радий Хабиров Президент Администрацийӗн ертӳҫин çумне Пушкӑртстана пулӑшнӑшӑн чун-чӗререн тав тунӑ.