

Саламлатпӑр!
Хисеплӗ Пишпӳлек районӗнче пурӑнакансем!
Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнӑр!
Ҫемье вӑл общество ячейки кӑна мар, пиртен кашниншӗн чӑн-чӑн тӗрев, телей, тӑрӑшулӑх тата пулăшу ҫӑлкуҫӗ. Шӑпах ҫемьере ӑруран ӑрӑва пирӗн культура йӑли-йӗркине, пирӗн обществӑн никӗсне йӗркелекен ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене пӗлтереҫҫӗ. Ӑрусен тӑсӑмӗ, ҫемьери ҫирӗп ҫыхӑнусем тата пĕр-пĕрне ăнланни — Раҫҫейшӗн, пирӗн республикӑшӑн тата тӑван районшӑн ҫутӑ пуласлӑх никӗсӗ.
Ҫак уяв кунӗнче эпир нумай ачаллӑ ҫемьесене тата усрав ачасене уҫӑ чӗрепе пӑхса ӳстерекенсене уйрӑмах ӑшшӑн чыслатпăр. Сирӗн пурнӑҫри паттӑрлӑх, хӑвӑра парӑнни тата кӑмӑл-сипет ориентирӗсем тарӑн хисеп ҫуратаҫҫӗ. Уйрӑм тав сӑмахӗсене эпир СВОна хутшӑнакансен ҫемйисене адреслатпӑр. Сирӗн ҫирӗплӗхӗр, пулӑшӑвӑр, ӗненÿ — паян пирӗн пӗрлехи ҫурта хӳтӗлекенсемшӗн, Тӑван ҫӗршывӑн тӑнӑҫ пуласлӑхӗшӗн кӗрешекенсемшӗн шанчӑклӑ тыл.
Районта пурӑнакансене пурне те пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑхлӑ пурнӑҫ, ырлӑх тата ҫемье телейӗ сунатпӑр. Сирӗн çуртăрта яланах юрату, килӗшӳ, ӑшӑлӑх хуҫаланччӑр, пурнӑҫ вара савӑнӑҫпа, килӗшӳпе тултӑр!
Сирӗн килӗре тӑнӑҫлӑх!
Район Совечĕн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗ А.А. СЕМЕНОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри тĕп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.