Çутă çул
+17 °С
Облачно
Общество
9 Июля , 07:41

Радий Хабиров Пушкӑртра пурӑнакансене Çемье, юрату, шанчӑклӑх кунӗпе саламланă

Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Бирскра Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалланӑ фестиваль иртнӗ. Уяв мероприятийӗсене Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хутшӑннă.

Радий Хабиров Пушкӑртра пурӑнакансене Çемье, юрату, шанчӑклӑх кунӗпе саламланăРадий Хабиров Пушкӑртра пурӑнакансене Çемье, юрату, шанчӑклӑх кунӗпе саламланă
Радий Хабиров Пушкӑртра пурӑнакансене Çемье, юрату, шанчӑклӑх кунӗпе саламланă


Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Бирскра Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалланӑ фестиваль иртнӗ. Уяв мероприятийӗсене Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хутшӑннă.
Октябрьский тӳремӗнче нумай ачаллӑ ҫемьесене, нумай ҫул пӗрле пурӑннӑ мӑшӑрсене, ҫамрӑк мӑшӑрсене тата ача ӳстерекен ашшӗ-амӑшне чысланă.
Республикӑра пурӑнакансене саламланӑ май регион ертӳҫи ҫемье общество пурнӑҫӗнче уйрӑмах пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртнă.
«Ҫӑмӑл мар вӑхӑтсенче кашни ҫынна тӗрев кирлӗ. Эпир ӑна хамӑр тӑвансенче, ҫывӑх ҫынсенче, ҫавӑн пекех пирӗн нумай нациллӗ пысӑк ҫӗршывра тупатпӑр. Паян пирӗн умра тӗп тӗллев тӑрать – Ҫӗнтерӳ валли пирӗн арçынсем киле чӗрӗ-сывӑ таврӑнччӑр тесе пурне те тӑвасси. Ҫакӑн валли пулӑшу тата юрату пӗлтерӗшлӗ. Кашнин хӑйӗн ӗҫӗпе тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлемелле. Ҫавӑнпа эпир культура ҫурчӗсем, шкулсем, ача сачӗсем тӑватпӑр, хуласемпе ялсене йӗркене кӗртетпӗр. Ҫаксене эпир ҫынсене Пушкӑртстанра пурӑнас килтӗр, ҫамрӑксем кунта ҫемьесем йӗркелесе ачасем ӳстерччӗр тесе тӑватпӑр», – тенӗ Радий Хабиров.
Савӑнӑҫлӑ церемони вӑхӑтӗнче Радий Хабиров нумай ҫул пӗрле пурӑннӑ мӑшӑрсене тата нумай ачаллӑ ашшӗ-амӑшне патшалӑх наградисем панӑ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ ҫиччӗмӗш хут иртекен фестиваль республикӑра пурӑнакансене ҫулран-ҫул пӗрлештерсе йӑлана кӗнӗ ҫемье хаклӑхӗсене тӗпе хурса чӑннипе те халӑх уявӗ пулса тӑнине палӑртнă.

Сӑнӳкерчӗкĕ: https://glavarb.ru
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-07-08/radiy-habirov-pozdravil-zhiteley-bashkirii-s-dnyom-semi-lyubvi-i-vernosti-4745374

 

Радий Хабиров Пушкӑртра пурӑнакансене Çемье, юрату, шанчӑклӑх кунӗпе саламланă
Радий Хабиров Пушкӑртра пурӑнакансене Çемье, юрату, шанчӑклӑх кунӗпе саламланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас