Çутă çул
+19 °С
Облачно
Общество
10 Июля , 06:29

Радий Хабиров Уфари хосписа виҫӗ ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров учреждени коллективне тата унта сипленекенсене виҫӗ ҫул тултарнӑ ятпа саламлама Уфари хосписа ҫитсе курнӑ.

Радий Хабиров Уфари хосписа виҫӗ ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑРадий Хабиров Уфари хосписа виҫӗ ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ
Радий Хабиров Уфари хосписа виҫӗ ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров учреждени коллективне тата унта сипленекенсене виҫӗ ҫул тултарнӑ ятпа саламлама Уфари хосписа ҫитсе курнӑ.
Регион ертӳҫи проект хӑйне евӗрлӗхне тата вӑл республикӑри паллиативлӑ пулӑшу тытӑмӗшӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă.
– Пирӗн хоспис – хӑйне евӗрлӗ. Ку лайӑх шухӑшласа тунӑ проект, унта вак-тӗвексене пысӑк тимлӗхпе, пулас пациентсене юратса, хисеплесе тунӑ, – тенӗ вӑл. - Ӑна ку чухнехи оборудованипе тивӗҫтертӗмӗр.
Республика Пуҫлӑхӗ хосписра виҫӗ ҫул хушшинче пысӑк профессиллӗ команда йӗркеленнине уйрӑмах палӑртнă. Паян учреждение паллиативлӑ пулӑшу компетенцийӗсен центрӗ пек вырнаҫтараҫҫӗ, унта медицина университечӗн профильлӗ кафедри ӗҫлет. Ҫакӑ студентсене уйрӑм пӑхмалла ҫынсемпе ӗҫлемелли практика хӑнӑхӑвӗсене илме май парать, пациентсене квалификациллӗ пулӑшу кӑна мар, пур енлӗн пулӑшу та парать.
Радий Хабиров хоспис ӗҫне пулӑшакансене пурне те тав тунӑ: штатра тӑракан ӗҫченсене, ыр кӑмӑллӑх фондне, волонтерсене, ырӑ тӑвакансене тата республикӑри сÿрĕк мар кăмăллă ҫынсене.
– Пӗрле эпир питӗ пысӑк ӗҫ тӑватпӑр. Ыттисене пулӑшса вара хамӑр тасарах та ырӑрах пулатпӑр, – вӗҫленӗ вӑл.

https://mgazeta.com/news/novosti/2026-07-10/radiy-habirov-pozdravil-ufimskiy-hospis-s-trehletiem-4747154

 

Радий Хабиров Уфари хосписа виҫӗ ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ
Радий Хабиров Уфари хосписа виҫӗ ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас