

Пишпÿлекри 2-мӗш вăтам шкул коллективӗ субботника чи малтан тухса ҫирӗплетнӗ территорие йӗркене кӗртнӗ. Шкул ӗҫченӗсем пӗверен пуҫласа Пишпÿлек ялӗн стелине çити Йăлпăлак еннелле каякан çул хӗррине (сулахай енӗ) харӑссӑн ҫулса тасатнă.
Кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ ӗҫе пурнăçлама сÿрĕк пулманшăн, яваплӑхшӑн тата тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн пӗтӗм коллектива пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр.
Аса илтеретпӗр, территорисене Пишпÿлек ялне тирпей-илем кӗртмелли правилӑсен шайӗнче организацисене ҫирӗплетнӗ. Тӑван ял тасалӑхӗ — пирӗн пӗрлехи ӗҫ!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.