

Радий Хабиров Кумертау хула больницин фельдшерне Анна Красуцкаяна Пушкӑртстан Республикин Хисеп грамотине панӑ. Акӑ унӑн историйӗ.
Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 112-мӗш диспетчер службине йывӑҫ ҫинчен ӳкнӗ арҫын пирки Мелеуз районӗнчен шӑнкӑрав ҫитнӗ. Шар курнӑскер аякри тата ҫитме йывӑр вырӑнта пулнӑ. Чӗнӗве васкавлӑ пулӑшу фельдшерӗпе Анна Красуцкаяпа пӗрле шыравпа ҫӑлав отрядне янă.
Ҫӗрле темиҫе сехет вӗсем ун патне ҫитнӗ. Ҫулӑн пӗр пайне пылчӑк тӑрӑх ҫуран утма тивнӗ. Вырӑнта фельдшер арҫын сывлӑхне хакланӑ, ӑна пулӑшу панӑ. Машинӑпа пыма май ҫукран, пациент йывӑр лару-тӑрура пулнӑран ӑна санитари авиацийӗн вертолечӗ ларма пултаракан вырӑна квадроциклсемпе илсе тухнă.
Шар курнӑскере Уфари республикӑри пӗр больницӑна чиперех илсе ҫитернӗ.
- Эпӗ яланах васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсем патне пыратӑп, вӗсен аллине чӑмӑртатӑп. Питӗ йывӑр ӗҫ. Пирӗн вӗсене яланах пулӑшмалла, тав тумалла. Чи малтан пулӑшма килеҫҫӗ, чи малтан ҫӑлаҫҫӗ, - тенӗ Радий Хабиров.
Медиксене тайма пуҫ!
#оперативкаХабирова
Сăнÿкерчĕкĕ: Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн социаллă сетьри страницинчен.