Çутă çул
+16 °С
Ҫумӑр
Общество
17 Июлӗн , 11:10

Пишпÿлекри Ҫӗнтерӳ паркне тирпей-илем кӗртмелли проекта сӳтсе явнӑ

Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче проектировщиксемпе пӗлтерӗшлӗ тӗлпулу иртнӗ.

Пишпÿлекри Ҫӗнтерӳ паркне тирпей-илем кӗртмелли проекта сӳтсе явнӑПишпÿлекри Ҫӗнтерӳ паркне тирпей-илем кӗртмелли проекта сӳтсе явнӑ
Пишпÿлекри Ҫӗнтерӳ паркне тирпей-илем кӗртмелли проекта сӳтсе явнӑ


Пишпӳлек район администраци пуҫлӑхӗ Александр Семенов Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелес программӑпа килӗшӳллӗн Ҫӗнтерӳ паркне тирпей-илем кӗртмелли проекта сӳтсе явнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче проектировщиксемпе пӗлтерӗшлӗ тӗлпулу иртнӗ. Вӗсем объект проблематикине тӗплӗнрех путчӑр тесе вӗсене вырӑна чӗннӗ. Проекта сӳтсе явма Пишпӳлек районӗн хисеплӗ гражданинӗ Валиулла Аюпович Булатов хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳ паркне реконструкцилемелли концепцие пӗрле пӑхса тухнă. Парк проекчӗ хальхи вӑхӑтри, тикӗс формӑллӑ пулса тӑрĕ, ҫав вӑхӑтрах Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă Пишпÿлек районĕн çыннисене халалласа лартнă палăкĕпе пушкăсем яланхи пек вырнаҫни улшӑнмӗ. Проектпа площадка тикӗсленсе вырнаҫӗ. Ӗмӗрхи вут хӑй вырӑнӗнче юлӗ.
Тыл ӗҫченӗсене халалланӑ палӑк проектировщиксен шухӑшӗпе кӑшт ҫӳлерех, столовӑй шайне яхӑн куҫать, ҫавӑн пекех ял ӗҫченӗпе ачине халалланӑ скульптура вырнаҫӗ.
Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелес программа шайӗнче асӑннӑ зонӑна тирпей-илем кӗртессишӗн хастар сасӑланӑ район ҫыннисене уйрӑм тавтапуç.
Эсир хӑвӑр сасӑланипе ҫакӑн пек пысӑк ӗҫе ырларӑр вӗт!
Ҫак проектсемпе пулас ӗҫсем пирки сирӗн шухӑшӑра илтес килет. Хӑвӑрӑн комментарисене хӑварӑр — кашни шухӑша шута илӗпӗр.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/officialbiz

 

Пишпÿлекри Ҫӗнтерӳ паркне тирпей-илем кӗртмелли проекта сӳтсе явнӑ
Пишпÿлекри Ҫӗнтерӳ паркне тирпей-илем кӗртмелли проекта сӳтсе явнӑ
Пишпÿлекри Ҫӗнтерӳ паркне тирпей-илем кӗртмелли проекта сӳтсе явнӑ
Пишпÿлекри Ҫӗнтерӳ паркне тирпей-илем кӗртмелли проекта сӳтсе явнӑ
Пишпÿлекри Ҫӗнтерӳ паркне тирпей-илем кӗртмелли проекта сӳтсе явнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас