

Тĕлпулу Пишпӳлекре ҫуралса ӳснӗ, Пишпÿлекри 2-мӗш вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ гварди аслӑ лейтенанчӗ Игорь Дорофеевич Николаев паттӑрлӑхӗпе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ.
Ырӑ йӑлапа Железноводск хулинчи ӳнерпе строительство техникумӗн студенчĕсен ушкӑнӗ пирӗн района килсе кайни вунă ҫул тăршшĕ пулас ҫар ҫынни вӗреннӗ шкула кайса килессипе, Игорь Николаев ячӗллӗ ҫӑлкуҫа тухса ҫӳрессипе, геройӑн ашшӗ-амӑшӗпе, тусӗсемпе тӗл пулассипе вӗҫленет.
Командир пулӑшнипе казаксен миномет батарейи 1996 ҫулхи ҫуркунне Чечен вӑрҫи вӑхӑтӗнче правительствӑн пысӑк заданине чыслӑн та чи пӗчӗк ҫухатусемпе пурнӑҫлама пултарнӑ. Казаксен подразделенийӗн ветеранӗсем кун пирки нихӑҫан та манмӗҫ: вӗсем хӑйсен «батине», батарея командирне, гварди аслӑ лейтенантне Игорь Дорофеевич Николаева асра тытаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Ҫапӑҫу тӗллевне пурнӑҫланӑшӑн ӑна патшалӑх наградине — «За заслуги перед Отечеством» орденӑн II степеньлӗ медальне — тӑратнӑ. Тӑван çӗршыва хӳтӗлес енӗпе пысӑк тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн паллӑ тӑвакан питӗ пысӑк награда ку. Шел те, сывă чухне Николаев офицер ҫак наградӑна илеймен, ӑна ашшӗ-амӑшне вилнӗ хыҫҫӑн панӑ.
Игоре асра тытни вара пирӗн чӗресенче 30 ҫула яхӑн пурӑнать! Пӗрремӗш чечен кампанине куракансем тата хутшӑнакансем кӑна астăваҫҫӗ, шкулти педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем, çавӑн пекех Игорьпа пӗр класра вӗренннисем хӑйсен выпускникне манмаҫҫӗ. Железноводскри ачасемпе тӗл пулнӑ ҫӗре Игорӗн ача чухнехи тусӗ Максим Асадуллин хутшӑннӑ, вӑл ун ҫинчен аса илнипе паллаштарнӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, Игорь ача чухнех лидер пахалӑхӗллӗ пулнӑ, пӗрле вӗренекенсен хушшинче авторитетлӑ пулнӑ, яланах пулӑшу, тӑрӑшулăх кирлӗ ҫынсене пулӑшма васканӑ. Чӑн-чӑн тус, уҫӑ кӑмӑллӑ та хаваслӑ пулнӑ. Лайӑх пулма тӑрӑшнӑ, питӗ нумай вуланӑ, хӑйӗн пӗлӗвне юнашар пурăнакансемпе пайланӑ.
Игоре пӗрремӗш учительницӑпа — Мария Михайловна Алексеевапа, хӑйӗн воспитанникӗсене ҫирӗп ыйтаканскерпе, питӗ ӑннă. 4-мӗш класс вӗренекенӗн Игорь Николаевӑн характеристикинче вӑл унӑн паллӑ паха енӗсене палӑртать: ырӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ, вулама юратакан. Шкул ҫулӗсенче ҫамрӑкӑн чи лайӑх енӗсем пурте уҫӑлнă: тӗллевлӗх, ӳт-пӳ енчен лайӑх пулни, вӑйлӑ ирӗк, патриотизм. Игорь ачаранпах профессионал ҫар ҫынни пулма ӗмӗтленнӗ, ӗмӗчӗ пурнӑҫлантӑр тесе тем те тунӑ. Шкултан вӗренсе тухнӑ Игорь Николаевӑн характеристикинче шкулти военрук аслӑ ҫар вӗренӳ заведенине вӗренме кӗмешкӗн Н.П. Анищук призывник аслӑ шкулта малалла вӗренмелли мӗнпур требованисене туллин тивӗҫтернине палӑртать.
Тӗп шкулти Игорĕн класс ертӳҫи Е.И. Савельева ӑна хӑйӗн чи лайӑх вӗренекенӗсенчен пӗри тет. Вӑл литература вулавне юратнине кӑна мар, вӗрентӳ тата класс тулашӗнчи общество ӗҫӗ-хӗлӗнче пурнӑҫри хастар позицие те асра тытнă. Вӑл — шкулти культурӑпа спорт массӑллӑ мероприятисене пурне те хутшӑннӑ, класӑн официаллӑ мар ертӳҫи, вӗрентекенсен пӗрремӗш пулӑшуҫи пулнă. Хӑйӗн тусӗсемпе ҫывӑх ҫыннисен ушкӑнӗн чунӗ пулнӑ. Хӑйӗн ашшӗ-амӑшне Зинаида Николаевнапа Дорофей Федоровича хакланӑ, хисепленӗ, кӗҫӗн шӑллӗне Владимира юратнӑ. Хӑйӗн ҫемйине, мӑшӑрне Эльвирӑна тата пӗчӗк ывӑлне Дмитрие тӑрӑшса тимленӗ. 1996 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче трагеди пулман пулсан, вӑл лайӑх атте пулӗччӗ.
Унӑн пурнӑҫ йӗрки: «Парӑм пуринчен те малта!» — ҫамрӑк офицера пӗртен-пӗр тӗрӗс йышӑну тума хистенӗ — боецсен ушкӑнне ертсе пырса каллех Чечняна ҫул тытма. Ку ӗҫ июлӗн 17-мӗшӗнче 30 ҫул каялла пулса иртнӗ. Хаяр ҫапӑҫусем пынă. Вӗсенчен пӗринче Игорь йывӑр аманнӑ, ҫар тухтӑрӗсем тем пек тӑрӑшсан та вăл Владикавказ хулинчи ҫар госпиталӗнче вилнӗ.
Ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ ҫар ҫыннин ашшӗ-амӑшне хурлӑхпа хуйхă сӑмахӗсене палӑртма сӑмах çитмест. Раҫҫей ҫарӗн офицерне халалланӑ ҫутӑ астӑвӑм, ырӑ ӗҫсем пур, вӗсем чӗресене ӑшӑтаççĕ.
Елена АНДРЕЕВА,
Пишпÿлек ялĕ.
Сӑнӳкерчӗкĕсем: Елена Андрееван архивĕнчен.