

Пишпÿлекре ҫулсерен хӑйне евӗрлӗ «Бишбалык» пулӑм иртет. Пирӗн Пишпÿлеке порт хули теҫҫӗ, ҫавӑнпа та уяв вырӑнӗ Пишпÿлекри пӗве пулчĕ, уявӑн тӗп элеменчӗ — пулӑ апачӗ.
Пишпÿлекре пурӑнакансемпе хӑнасене:
интерактивлӑ площадкӑсемпе куравсем; мастер-шоу; катамаранпа ярӑнасси; ачасем валли вӑйӑ площадкисем тата кӑпӑклӑ шоу; артистсем тухса калаҫасси; гастрономи рекордне палӑртасси кӗтрӗ.
Пишпÿлекри Пӗрремӗшсен юхӑмӗн специалисчӗсем Сергей Трофимов предприниматель форель ферминчи пулла сутакан волонтер площадкине хутшӑннӑ. Пулӑ сутса илнӗ укҫана СВОна хутшӑнакансене пулăшма парӗҫ.
#ДвижениеПервыхРБ
#ДвижениеПервыхБижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек районĕн «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/mypervie_bijbulyak