Çутă çул
+20 °С
Ясно
Общество
21 Июля , 10:15

«Пишпӳлекӗн пилӗк туйӗ» этнокультура проекчӗ шайӗнче

Пишпӳлек Культура керменӗн «Пишпӳлекӗн пилӗк туйӗ» этнокультура проекчӗ шайӗнче кӑтартнӑ «Венчание времен» туй тумӗсен, эрешӗсемпе атрибучӗсен ретро-куравӗ пӗтӗм район юрату историне пӗр ҫӗре пухнă.

«Пишпӳлекӗн пилӗк туйӗ» этнокультура проекчӗ шайӗнче«Пишпӳлекӗн пилӗк туйӗ» этнокультура проекчӗ шайӗнче
«Пишпӳлекӗн пилӗк туйӗ» этнокультура проекчӗ шайӗнче

Пишпӳлек Культура керменӗн «Пишпӳлекӗн пилӗк туйӗ» этнокультура проекчӗ шайӗнче кӑтартнӑ «Венчание времен» туй тумӗсен, эрешӗсемпе атрибучӗсен ретро-куравӗ пӗтӗм район юрату историне пӗр ҫӗре пухнă. Курав зони Пишпÿлек ялӗн пӗвин илемлӗ ҫыранӗнче вырнаҫнӑ, унта июлӗн 18-мӗшӗнче районти «Бишбалык» хӑналӑх бренд фестивалӗ иртнӗ. Илемлӗ пейзажра шурă тăракан туй тумӗсем фестиваль кураканӗсене аякранах уйрӑм вӑрттӑнлӑхпа, илемлӗхĕпе илӗртнĕ. Экспозици хӗрӗх ытла экспоната пӗрлештернӗ — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи йӑлана кӗнӗ тумсенчен пуҫласа икӗ пинмӗш тапхӑрти кӗпесем таранах. Коллекци географийӗ районти 20 яла ҫавӑрса илнӗ: Мулланур-Вахитово, Аит, Кистенлĕпуç, Усак-Кичу, Биккул, Дюсян, Хушăлка, Ситекпуç, Каçкăн, Йăлпăлактамак, Азнай, Разаевка, Кăркан, Кунаккăл, Çирĕклĕ, Каминке, Пăслăк, Демский, Сухоречка, Пишпÿлек. Кашни экспоната информаци этикеткипе пӗрле хуҫин ятне, ялне тата уяв ҫулне çырса хунă. Кунта ӑнсӑртран пулнӑ япаласем пулман. Кашни кӗпе, кашни экспонат хӑйӗн хӑйне евӗрлӗ историне каласа кӑтартнӑ.

Акӑ Пăслăк ялӗнчи XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи накидкӑллӑ йӑлана кӗнӗ чӑваш туй тумӗ; 1949 ҫулхи Дюсян ялӗнчи Таслима Галимован хӑй аллипе тӗрленӗ туй саппунӗ; 1970-1980-мӗш ҫулсенчи ҫирӗп те илемлӗ кӗпесем; 1990-мӗш ҫулсенчи кӑпӑшка нейлон; 2000-мӗш ҫулсенчи хӗрсен юхакан тумӗсем курав ӑрусем хушшинчи чӑн-чӑн кӗпер пулса тӑнӑ.

Кунта ҫемьесемпе пынӑ. Амӑшӗсемпе хӗрӗсен мӑшӑрӗсем уйрӑмах чуна пырса тивмелле курӑннă: аслисем хӑйсен ҫамрӑклӑхӗн фасонӗсене палласа тумӗсем ҫинчи хутламсене тирпейлӗн тӳрлетнĕ, кӗҫӗннисем вара, иртнӗ пурнӑҫ вӑрттӑнлӑхӗсене сӗртӗнме хӑтланса, чӗнтӗрсене чылайччен пӑхса тӑнă.

Ҫавӑн пекех куравра килте тӗртнӗ наци туй рушникӗсене, авалхи арчасене тата туй парни вырӑнне илсе килнӗ 1959 ҫулхи тимӗр кравате кӑтартнӑ.

Ситекпуçĕнчи Ириада Степанова хӑйӗн туйĕнче тӑхӑннă 1960 ҫулхи сӑпайлӑ çаматăсем вара илемлӗ ӳсӗмри пур хӗрарӑмӑн та ӑшӑ асаилӳ хумне хускатнă.

Куракансемшӗн ҫавӑн пекех самана сӑпайлӑ, анчах калама ҫук пысӑк кӳнтелен — Дюсян ялӗнчи Ахмарпа Таслима Галимовсен ҫемье фотоальбомӗ (туй 1949 ҫулта иртнӗ) туртӑм пӑнчи пулса тӑнӑ. Унӑн страницисенче ялӑн тата пӗтӗм районӑн пурнӑҫне сӑнланӑ. Фотоальбома уҫа-уҫа пӑхнӑ май ҫынсем ҫамрӑк сӑнсенче хӑйсен аслашшӗсемпе асламăшӗсен сӑнӳкерчӗкӗсенче палласа илнĕ, ҫав ҫӑмӑл мар, анчах ҫутӑ вăхăтăн йӗркине ҫӗнӗрен тӳссе ирттернĕ.

Проект президентӑн культура пуҫарӑвӗсен фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫланать.

#Фестиваль #Бижбуляк #Башкортостан #ПятьСвадебБижбуляка #Фондкультурныхинициатив #Традиции #Грантдлякреативныхкоманд #КультураРБ #ГрантПФКИ

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.ru/bizbulyakdk

 

 

 

 

 

 

«Пишпӳлекӗн пилӗк туйӗ» этнокультура проекчӗ шайӗнче
«Пишпӳлекӗн пилӗк туйӗ» этнокультура проекчӗ шайӗнче
«Пишпӳлекӗн пилӗк туйӗ» этнокультура проекчӗ шайӗнче
«Пишпӳлекӗн пилӗк туйӗ» этнокультура проекчӗ шайӗнче
«Пишпӳлекӗн пилӗк туйӗ» этнокультура проекчӗ шайӗнче
«Пишпӳлекӗн пилӗк туйӗ» этнокультура проекчӗ шайӗнче
«Пишпӳлекӗн пилӗк туйӗ» этнокультура проекчӗ шайӗнче
«Пишпӳлекӗн пилӗк туйӗ» этнокультура проекчӗ шайӗнче
Автор:Марина Иванова
Читайте нас