

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров «Комсомольская правда» хаҫата панӑ интервьюра общество лаптӑкӗсене тирпей-илем кӗртесси, ӗҫ графикĕ тата ҫемье пирки каласа кӑтартнӑ. Калаҫу Верхотор тата Воскресенское ялӗсенче иртнӗ, июлӗн 11-12-мӗшӗсенче «Пӑхӑр» ту завочӗсен цивилизацийӗн пӗрремӗш фестивалӗ вӑхӑтӗнче пулнă. Анлӑ пулӑма 25 пин ытла ҫын килсе кайнӑ.
Унччен ишӗлчӗксем пулнӑ, халӗ вӑл туризм объекчӗ, Верхотор завочӗн площадкинче Хабиров Фарид Гарифуллин тимӗрҫӗпе калаҫнă. Проекта пурнӑҫа кӗртме 350 миллион тенке яхӑн кайнине палӑртнă вӑл. Пуҫлӑх каланӑ тӑрӑх, тепӗр объект Белорецк районӗнчи Тирлянск завочӗ пулӗ.
Воскресенски завод площадкинче Радий Хабиров художниксен куравӗпе паллашнă, «Горница» музея ҫитсе вырӑнти салмана тутанса пӑхнă.
Интервьюра пуҫлӑх ир тӑма юратманнине, ирхи тӑхӑр сехет тӗлне ӗҫе килнине, анчах каҫхи вунӑ сехетчен ӗҫленине пӗлтернӗ, мӗншӗн тесен кӑнтӑрла иртсен хӑйне тухӑҫлӑрах туять. Вӑл ҫемйипе, уйрӑмах ачисемпе, вӑхӑта ирттерме тӑрӑшать. Воспитани сӑмах вĕççĕн мар, ӗҫсем урлӑ пулса пырать тесе шутлать вӑл, ачасен ашшӗ хисепленине курмалла.
«КП-Уфа» директорӗ Елена Романова хăйĕн шухӑш-кӑмӑлӗпе паллаштарнă: вӑл Радий Хабирова официаллӑ ертӳҫӗ пек мар, хутшӑнма уҫӑ, ҫынсене тимлӗ, ачасемпе тата ватӑсемпе ҫӑмӑллӑнах пӗр чӗлхе тытакан ҫын пек курнă. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кун пек ҫулҫӳревсенче пысӑк яваплӑха пӑхмасӑр ҫын пулса юлма пултарни палӑрать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: glavarb.ru