Çутă çул
+20 °С
Ясно
Общество
23 Июля , 08:20

Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнче Туслӑх кунӗ иртнӗ

Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнчи пӗчӗк ӳсӗмри ушкӑнра Туслӑх кунӗ иртнӗ — ҫутӑ, ӑшӑ та питӗ чунлӑ уяв!

Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнче Туслӑх кунӗ иртнӗПишпÿлекри «Умка» ача садĕнче Туслӑх кунӗ иртнӗ
Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнче Туслӑх кунӗ иртнӗ

Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнчи пӗчӗк ӳсӗмри ушкӑнра Туслӑх кунӗ иртнӗ — ҫутӑ, ӑшӑ та питӗ чунлӑ уяв!
Кун ирхи хастар зарядкӑран пуҫланнă: пӗчӗккисем хаваслӑ хускалнă, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса йӑл кулнă, лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа авӑрланнă. Ушкӑнра зарядка тунӑ хыҫҫӑн ачасем пӗрле ырӑ вӑйӑсем вылянă — калаҫса татӑлма, пайланма, тусӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнма вӗреннĕ.
Уҫӑлса ҫӳренӗ чухне уйрӑмах хаваслӑ пулнă: ачасем карусельсемпе савӑнса ярӑннă, кулнă, пӗр-пӗрне пулӑшнă, юнашар туссем пур чухне мӗн тери лайӑххине ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен ӗненнĕ.
Кун вӗҫӗнче вара пӗчӗккисем чӑн-чӑн символла ӗҫ — «Туслӑх йывӑҫӗ» коллективлӑ аппликаци тунă. Ӑна уҫӑ сывлӑшра тунӑ: кашни ача хӑйӗн ал лаппи йӗрне хӑварнӑ, пӗрле вӗсен пысӑк та илемлӗ йывӑҫ ӳснӗ. Ҫак пултарулӑх саманчӗ уявӑн илемлӗ финалӗ тата туслӑх пӗчӗк ырӑ ӗҫсемпе ырă кулӑсенчен йӗркеленнине аса илтернĕ.

Сăнÿкерчекĕсем: Пишпÿлекри «Умка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/public217412282

 

Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнче Туслӑх кунӗ иртнӗ
Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнче Туслӑх кунӗ иртнӗ
Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнче Туслӑх кунӗ иртнӗ
Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнче Туслӑх кунӗ иртнӗ
Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнче Туслӑх кунӗ иртнӗ
Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнче Туслӑх кунӗ иртнӗ
Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнче Туслӑх кунӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас