

Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕ Александр Семенов моряксене саламланӑ.
— Раҫҫей тинӗс ҫарӗнче халиччен службӑра тӑнӑ, малалла та службӑра тӑракан ҫынсене Ҫарпа тинӗс флочӗн кунӗпе саламлатӑп!
Июлӗн 26-мӗшӗнче уяв ячӗпе Пишпÿлекри Тӑван çӗршыв хӳтӗлевҫин паркӗнче чаплӑ митинг иртрĕ, унта ветеран-моряксемпе тата вӗсен ҫемйисемпе тӗл пултăм. Пишпÿлек районӗнчи тинӗсри боевой тӑванлӑх тӗслӗхлӗ пӗрлӗхпе уйрӑлса тӑрать, пур пӗлтерӗшлӗ мероприятисене те яланах хастар хутшӑнать, Раҫҫей флочӗн йӑли-йӗркине упрать. Вӗсемпе яланах пысӑк савӑнӑҫпа тӗл пулатӑп, мӗншӗн тесен вӗсем мӗн тунине пӗтӗмпех — вӗсем таса чӗререн тата тӑван район ырлӑхӗшӗн тунине пӗлетӗп.
Уяв ячӗпе пурне те тепӗр хут саламлатӑп! Чи ыррине сунатӑп! Мӗнле калас, ҫула май ҫил вӗрет, киль айӗнче ҫичӗ фут!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.