

Хавхалану валли уҫӑ сывлӑшран, лайӑх компанирен тата илемлӗ шывран мӗн лайӑхрах пулма пултарать?
Пишпÿлек районӗнчи «Пӗрремӗшсен юхӑмӗн» хастарӗсем Тинӗс-ҫар флочӗн кунне халалланӑ Пӗтӗм Раҫҫейри «Аслӑ флот» акцие хутшӑннă. Ачасем пӗве ҫывӑхӗнчи уҫӑ сывлӑшра пухӑннă, «Тинӗс держави» ӳкерчӗксен куравне хута яма кӑранташсемпе, сӑрӑсемпе, альбомсемпе хӗҫпӑшалланнă.
Пӗве вӑхӑтлӑха уҫӑ тӳпе айӗнчи чӑн-чӑн пултарулӑх мастерскойӗ пулса тӑнă. Хутшӑнакансен хучӗсем ҫинче легендарлӑ карапсем, вӗҫӗ-хӗррисӗр тинӗс пейзажӗсем, флот мухтавӗн символӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри чӗрӗлме пуҫланă. Хӑйсен ӳкерчӗкӗсем урлӑ ачасем Раҫҫей флочӗн тата унӑн геройӗсен аслӑ историйӗшӗн мӑнаҫланнине пӗлтернĕ.
#ВеликийФлот
#ДвижениеПервых
#НавигаторыДетства
#Росдетцентр
#ДвижениеПервыхБижбулякскийрайон
#ПоходыПервых
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек районĕнчи «Пӗрремӗшсен юхӑмӗн» социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/mypervie_bijbulyak