

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ республика Раҫҫейӗн тинӗс мухтавне тӳпе хывни пирки каласа кӑтартнӑ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Раҫҫей тинӗс-ҫар флочӗ 330 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ. Республика тинӗссенчен аякра пулин те, унӑн Раҫҫейӗн тинӗс мухтавне хывакан тӳпи пысӑк пулнине палӑртнă вӑл.
«Пушкӑртстан географи енчен тинӗссемпе океансенчен аякра пулин те, Раҫҫейӗн тинӗс чапӗ пирӗн республикӑпа та тачӑ ҫыхӑннӑ. Пушкӑрт ҫӗрӗнче ҫуралса ӳснӗ 36 ҫын адмирал ятне ҫитнӗ. Флот ветеранӗсем хушшинче — Раҫҫей Геройӗсем. Вӗсем — Уфари Пӗрремӗш рангри капитан Константин Сурков тата Нефтекамскри Игорь Мухаметшин вице адмирал», — палӑртнă Хабиров.
Вӑл Раҫҫейӗн Лӑпкӑ океан флочӗн йышӗнче «Уфа» шывай киммин экипажӗ тивӗҫлӗ службӑра тӑнине аса илтернӗ. Ҫавӑн пекех 2020 ҫултанпа регионта Пушкӑртстанри ачасем службӑра тӑракан «Иван Грен» десант карапӗн экипажӗпе шеф ҫыхӑнӑвӗсем йӗркеленӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов | «Башинформ» ИА.