

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче авӑн уйӑхӗнче ирттерме палӑртнӑ суйлав пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Федераци Канашӗн йышне ҫӗнетесси пӗлтерӗшлӗ пулнине пӗлтернӗ.
Патшалӑх пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ҫитес пӗрлехи сасӑлав кунӗнче регионсенче чылай влаҫ органне суйлав иртӗ. Ҫакӑ парламентӑн ҫӳлти палатин кадрсен йышне тӳрремӗнех витӗм кӳрӗ.
«Ку ҫав тери пӗлтерӗшлӗ процесс тесе шухӑшлатӑп. <...> Федераци Канашне ӗҫлеме опытлӑ тата Раҫҫей аталанӑвӗн пӗтӗмӗшле кӑтартӑвне пурнӑҫлама тӗллевленнӗ ҫынсем килессине илсе калатăп», — тенӗ президент.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://kremlin.ru/events/president/
https://iz.ru/2139988/putin-otmetil-vazhnost-protcessa-obnovleniia-sostava-soveta-federatcii-izi