

Район администраци пуçлăхĕ Александр Семенов социаллă сетьсенчи страницинче çакăн пирки каласа панă.
«Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшасси – пирӗн тӗп тӗллевсенчен пӗри. Анчах пурлӑх пулӑшӑвӗсӗр тата пурнӑҫри ыйтусене татса панисӗр пуҫне пӗр-пӗрне илтни, калаҫни, ӑнланни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑнпа боецсемпе те, вӗсен тӑванӗсемпе те яланах ҫыхӑнура пулма тӑрӑшмалла.
Пишпӳлекре, «Защитники Отечества» фонд хӳттинче, «Хамăрăн ҫемье хӑна пӳлӗмӗ» мероприяти йĕркеленӗ. Фондӑн ПР филиалӗн ертӳҫипе Гульнур Кульсаринапа район администраци СВОна хутшӑнакансен ҫемйисемпе тата ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсемпе тӗлпулу иртрĕ. Официаллӑ мар лару-тӑрура калаҫрăмăр. Кашниех хӑйӗн хуйхи-суйхи ҫинчен каласа пама, пурнӑҫ опычӗпе паллаштарма пултарчĕ. Унсӑр пуҫне Гульнур Галинуровнапа пĕрле боецсене, вӗсен ашшӗ-амӑшне, волонтерсене тивӗҫлӗ наградӑсем патăмăр. Мероприяти питӗ чунлӑ, пӗр-пӗр енчен чӑннипех те «ҫемьеллӗ» пулса тухрĕ. Ку вара чи кирли! Кун пек тӗлпулусене час-часах ирттерме тӑрӑшӑпӑр».
Сăнÿкерчĕкĕсем: Александр Семеновăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/id66187787