Çутă çул
+17 °С
Облачно
Общество
3 Августа , 08:50

Пишпӳлекре ПР Общество палатин тухса ҫӳрекен мероприятийӗ иртнӗ

Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Пишпӳлекре Пушкӑртстан Республикин Общество палатин тухса ҫӳрекен мероприятийӗ иртнӗ.

Пишпӳлекре ПР Общество палатин тухса ҫӳрекен мероприятийӗ иртнӗПишпӳлекре ПР Общество палатин тухса ҫӳрекен мероприятийӗ иртнӗ
Пишпӳлекре ПР Общество палатин тухса ҫӳрекен мероприятийӗ иртнӗ

Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Пишпӳлекре Пушкӑртстан Республикин Общество палатин тухса ҫӳрекен мероприятийӗ иртнӗ. Калаҫу площадкине хутшӑнакансем пӗрлехи тӗллевсемпе плансене сӳтсе явма, пӗрлехи ӗҫе йӗркелесе пыма тӗлпулӑва килнӗ хастарсемпе общественниксем пулнă. Район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Данилов салам сӑмахӗ каланă, районти общество пурнӑҫне ҫынсем хутшӑнассине ӳстерес тӗллевпе ҫакнашкал тӗлпулусем ирттерни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă. Ҫакӑн хыҫҫӑн сӑмаха ПР Общество палатин Председателӗн ҫумӗ Рамиль Рахимов илнӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл Общество палатин ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панисӗр пуҫне «Пирӗн тӑрӑх историйӗ ҫинчен» лекци те вуланӑ. Унӑн сӑмахӗн тӗп ярăвĕ — историе тӗпчесси тата тӑван ҫӗршыв ҫинчен пӗлӗве ӳстересси гражданла яваплӑха ҫирӗплетессинче чи пӗлтерӗшлӗ пай шутланать.

Пишпӳлек районӗнчи Общество палатин ӗҫӗ ҫинчен палата председателӗ Григорий Зиновьев каласа панă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.ru/officialbiz

 

 

Пишпӳлекре ПР Общество палатин тухса ҫӳрекен мероприятийӗ иртнӗ
Пишпӳлекре ПР Общество палатин тухса ҫӳрекен мероприятийӗ иртнӗ
Пишпӳлекре ПР Общество палатин тухса ҫӳрекен мероприятийӗ иртнӗ
Пишпӳлекре ПР Общество палатин тухса ҫӳрекен мероприятийӗ иртнӗ
Пишпӳлекре ПР Общество палатин тухса ҫӳрекен мероприятийӗ иртнӗ
Пишпӳлекре ПР Общество палатин тухса ҫӳрекен мероприятийӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас