

Раҫҫей Геройӗ Максим Серафимов ячӗллӗ «Патриот» ҫарпа патриот паркӗнче августӑн 2-мӗшӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Сывлӑш-десант ҫарӗсен кунне халалласа ирттернӗ уява хутшӑннă. Регион ертӳҫи ветерансене, хальхи ҫар ҫыннисене тата вӗсен ҫемйисене ВДВ йӗркеленнӗренпе 96 ҫул ҫитнӗ ятпа саламланӑ.
Радий Хабиров ҫакӑн пек мероприятие «Патриот» парк площадкинче ирттерни питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă, мӗншӗн тесен вӑл хӳтӗлевҫӗсен ҫемйисене ҫар службин уйрӑмлӑхӗсемпе уҫӑмлӑ паллашма май парать.
Республика Пуҫлӑхӗ ВДВ тивӗҫлипе Раҫҫей Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенчи чи ҫапӑҫма пултаракан ҫар йӑхӗсенчен пӗри шутланнине палӑртнӑ. Вӑл десантниксем ҫӗршыв хӑйӗн суверенитетне, интересӗсене тата гражданӗсене хӳтӗлесе ертсе пыракан мӗнпур хӗҫ-пӑшаллӑ хирӗҫӳсене — Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен пуҫласа Афганистанпа Ҫурҫӗр Кавказа ҫити, паян ятарлӑ ҫар операцине те хутшӑннине аса илтернӗ.
Радий Хабиров Пушкӑртстан ҫыннисем ветеран-десантниксене питӗ хисепленине, сенкер берет вара мӑнаҫлӑх палли кӑна мар, пысӑк яваплӑх та пулнине хушса хунă.
Вӑл ветерансене патшалӑхӑн чӑн-чӑн тӗрекӗ пулса тӑнӑшӑн, республикӑра пурӑнакансемшӗн пуриншӗн те тӗслӗх пулса тӑнӑшӑн тав тунă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Пуҫлӑхӗн официаллӑ страницинчен.