

Пӗрле эпир — вӑй! Ситекпуç ялӗнчи хастарсем айккинче юлман, каллех субботника тухнă.
Вӗсен вӑйӗпе «Патриот» парк улшӑннă: командӑри арҫынсем 3D-хӳмесем ӑста вырнаҫтарнă, хӗрарӑмсен команди Иоанн Воин храмӗн стенисене илем кӳнӗ — грунтоват тата штукатурка тунă.
Ситекпуçсем хӑйсен тӗслӗхӗпе ыттисене хавхалантарни уйрӑмах кӑмӑллӑ: вӗсем патне кÿршĕри Пелепей районӗнчи Ермолкин ялӗнчен опыт ылмаштарма делегаци хӑнана килнӗ. Пирӗн хастарсем хӑйсен ППМИ хутшӑннин ҫулӗ ҫинчен тата пӗтӗм тӗнчипе храм туни ҫинчен хаваспах каласа панă.
Акӑ вӑл, чӑн-чӑн патриотизм — ху пурӑнакан вырӑна юратса лайӑхлатасси.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.