

#владимирпутин
Тӗп суйлав комиссийӗ (ЦИК) 2026 ҫулхи суйлавра хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтермелли халиччен пулман мерӑсем йышӑнать. Кун пирки ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тӗп ӗҫтӑвком председателӗ Элла Памфилова РФ президенчӗпе Владимир Путинпа тӗл пулсан пӗлтернӗ.
«Эпир суйлава экстремаллӑ лару-тӑрура ирттеретпӗр, мӗншӗн тесен, эпӗ ҫапла каланӑ пулӑттӑм, Киеври ача вӗлерекенсен банди — унран халӗ тем те кӗтме пулать. Эпир те ҫакна ӑнланса халиччен пулман хӑрушсӑрлӑх мерисем йышӑнатпӑр», — тенӗ вӑл.
Памфилова хӑрушсӑрлӑх шайӗ пысӑк пулин те, ЦИК уҫӑмлӑхпа уҫӑлӑх шайӗ пысӑк пулнине хушса каланӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, хӑрушсӑрлӑх мерисене пурне те йышăнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен тӗрлӗ йышши тапӑнусем, ҫав шутра кибератакӑсем те, пулĕç.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/
https://iz.ru/2144462/pamfilova-zaiavila-o-predpriniatii-tcik-mer-bezopasnosti-na-vyborakh-v-2026-godu