

«Паллашӑр, Диляра Кузина. Вӑл вара яланах ҫӳлте — тӳррӗн. Мӗншӗн тесен башня кранӗн машинисчӗ пулса ӗҫлет», — Радий Хабиров темиҫе ҫул соцсетьсенче ертсе пыракан #ЖЗЛ_Башкортостан рубрикӑна ҫӗнӗ калавпа пуянлатнă.
«Диляра 21 ҫулта кӑна, вӑл Бакалăра ҫуралнӑ. Октябрьскинчи коммуналлӑ строительство колледжӗнчен «Çуртсемпе сооруженисем тӑвасси тата эксплуатацилесси» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ. Колледж хыҫҫӑн прораб пулма килнĕ, анчах ӑна пачах урӑх ӗҫ сӗннĕ.
Диляра килӗшнӗ, ҫӗнӗрен хатӗрленÿ иртнĕ. Хӑй суйланӑшӑн пӗр кун та ӳкӗнмен. Малтанах хӑрушӑччĕ тет. Анчах йывӑрлӑхсенчен хӑрасси — унӑн кӑмӑлӗнче мар.
Республикӑн строительство комплексӗ — вӑйлӑ, ҫирӗп. Ку пирӗн экономикӑн ҫирӗп аталанӑвӗн никӗсӗ. Кӑткӑслӑхсене пӑхмасӑр, эпир хӑтлӑ ҫурт-йӗр хӑпартма пӑрахмастпӑр, ҫынсене кирлӗ социаллӑ объектсем паратпӑр. Ҫак пысӑк профессие ҫамрӑк ачасем ытларах та ытларах килнӗшӗн савӑнатпӑр та.
Дилярӑпа республикӑри пур строителе те ӑнӑҫу, чи ыррине сунатӑп! Уяв ячӗпе!».
Сӑнӳкерчӗкĕ: видео скриншотӗ.