

Пӗчӗк тӑван ҫӗршывпа Кистенлĕпуçĕнчи клуб йĕркеленĕ «Пӑх-ха мӗн тери лайӑх, ху пурӑнакан ҫӗр!» эко-уҫӑлса ҫӳрев
кашни хутшӑнаканшӑн чунпа ӳт-пӳ чӑн-чӑн уявӗ пулса тӑнă. Унта хутшӑнакансем ҫут ҫанталӑкӑн тӗрлӗ енлӗхӗпе, тӗлӗнмелле илемӗпе киленнĕ. Ачалӑхри историсене хаваспах аса илнĕ, интереслӗ историсем каласа панă, спорт вӑййисем вылянă, юратнӑ юрӑсене юрланă, мини-викторина ыйтăвĕсене хуравланă. Аслӑ ӑрури ҫынсем уҫӑлса ҫӳрени ырӑ туйӑмсем парнеленине, кулленхи чӑрмавсенчен пӑрӑнма, хӑйсене пысӑк пӗрлӗхӗн пӗр пайӗ пек туйма пулӑшнине палӑртнă.
#Башкирскоедолголетие
#ГодБольшойидружнойСемьи
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕпуçĕнчи клубăн социаллă сетьри страницинчен.