Çутă çул
+21 °С
Облачно
Общество
18 Августа , 09:50

Патшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ «Раҫҫей ялавӗ» акци

Раҫҫей патшалӑх ялавӗн кунӗ умӗн Пишпÿлек ялӗнчи Ҫӗнтерӳ паркӗнче чӗрӗ триколорлӑ тинӗс сарӑлса кайнӑ.

Патшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ «Раҫҫей ялавӗ» акциПатшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ «Раҫҫей ялавӗ» акци
Патшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ «Раҫҫей ялавӗ» акци

Раҫҫей патшалӑх ялавӗн кунӗ умӗн Пишпÿлек ялӗнчи Ҫӗнтерӳ паркӗнче чӗрӗ триколорлӑ тинӗс сарӑлса кайнӑ.

Кунӑн тӗп геройӗсем Тӑван çӗршыва хӳтӗлесси — пӗтӗм пурнӑҫ ӗҫӗ пулнисем пулнă. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем, «Ҫамрӑк Гвардин», «Пӗрремӗшсен юхӑмӗн» хастарӗсем, Ҫӗнтерӳ Волонтерӗсем, «Защитники Отечества» фонд представителӗсем, Пишпÿлекри историпе этнографи музейӗн ӗҫченӗсем хул пуҫҫипе хул пуҫҫи юнашар тӑнă.

Шурӑ, кӑвак тата хӗрлӗ пир парк территорийӗнче сарӑлса выртать, ӑрусен арканми ҫыхӑнӑвне пӗлтерет.

Акцие хутшӑнакансем Раҫҫей Федерацийӗн гимнне юрланă.

Раҫҫей ялавӗ вӑл — чыслӑх, пирӗн юлташсене асра тытмалли тата малашлӑха ӗненмелли символ.

Тавах пирӗнпе пӗрле пулнисене. Раҫҫей ялавӗн кунӗпе! Пирӗн ҫӗршыва тата унӑн паттӑрӗсене мухтав!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

 https://vk.ru/club43415916

 

 

Патшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ «Раҫҫей ялавӗ» акци
Патшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ «Раҫҫей ялавӗ» акци
Патшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ «Раҫҫей ялавӗ» акци
Патшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ «Раҫҫей ялавӗ» акци
Патшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ «Раҫҫей ялавӗ» акци
Автор:Марина Иванова
Читайте нас