

Агиделе ӗҫлӗ визит вӑхӑтӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ «Семейный» ҫӗнӗ МФЦ ӗҫӗпе паллашнӑ. Республикӑшӑн хӑйне евӗрлӗ ҫӗнӗ комплекс социаллӑ сферӑри 11 патшалӑх тата общество тытӑмне пӗр базӑра пӗрлештернӗ пӗрремӗш площадка пулса тӑнă.
Центра «пӗр чӳрече» принципĕпе ӗҫлеме хальхи йышши оборудованипе туллин тивӗҫтернӗ. Килекенсем валли хӑтлӑ йышӑну зонисем, ача-пӑча кӗтесӗ, психологи енчен канмалли пӳлӗм, ҫавӑн пекех пур ӳсӗмри кану вырӑнӗсем: коворкинг, лаундж-зона, конференц-зал, киберлокаци, антикафе тата кинозал йӗркеленӗ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче республика пуҫлӑхӗ ҫӗнетнӗ «Раҫҫей ĕҫӗ» кадр центрне тата «Защитники Отечества» фонд филиалне ҫитсе курнӑ, унта хӑйӗн ӗҫне уҫассипе консультаци илме килнӗ СВО ветеранӗпе калаҫнӑ. Регион ертӳҫи ҫавӑн пекех ҫамрӑксемпе тӗл пулнӑ, Уфари студентсен инфратытӑмне аталантарасси пирки каласа кӑтартнӑ. Минигали Шаймуратов ячӗллӗ волонтер штабӗн членӗсем пуҫлӑха пилĕк ҫухрӑм маскировка сетки, 2,5 пин ытла окоп ҫурти, ҫӗршер антидрон плащ ӑсталанине пӗлтернӗ.
«Башкирское долголетие» программа уйрӑм тема пулнă: клуб хастарӗсем Радий Хабирова регион тӑрӑх ҫӳреме май пурришӗн тав тунă. Пӗтӗмлетсе каласан, регион пуҫлӑхӗ центрӑн мультифункционаллӑхне тата вӑл кашни ҫын патне харпӑр хӑй мелӗпе пӑхассине лайӑх хакланӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн пресс-служби.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-08-19/radiy-habirov-otsenil-innovatsionnyy-mfts-v-agideli-4787089